Элӗксем ҫурхи ӗҫсене вӗҫленине паллӑ тунӑ. Район халӑхӗ, хӑнасем Акатуйра савӑннӑ.
Ӗҫпе спорт уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне тата Экологи ҫулне халалланӑ. Уява ЧР юстици министрӗ Наталия Тимофеева та килнӗ.
Акатуй «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этника картишӗнче иртнӗ. Хӑнасем «Хӑна картишӗсенче» пулса курнӑ. Вӗсене ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ.
Паллах, уява район пуҫлӑхӗ Владислав Волков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов уҫнӑ. Наталия Тимофеева министр вара халӑха ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ятӗнчен саламланӑ.
Акатуй юрӑ-ташӑсӑр епле ирттӗр ӗнтӗ? Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрланӑ, ташланӑ. Мӗн уяв вӗҫленичченех халӑх йышлӑ пулнӑ.
Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх органӗн ӗҫченӗсем 20 тӑлӑх ҫемье ӑшшине кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Шӑпӑрлансене телейлӗ ачалӑх парнелес килет-и? Сире хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шутланӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнче 114 тӑлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 94-шӗ ҫемье тупнӑ ӗнтӗ. Тӑлӑхсем ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, ытти ача пек савӑнса пурӑнасшӑн.
«Ҫемье ҫеҫ ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама пултарать. Ачана ӑшӑлӑх, юрату ҫитменнине ҫемье параять. Пирӗн хушӑра ырӑ чунлӑ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен чӗре ӑшшине пама хатӗр», - тенӗ опека органӗнче.
Ачасене ҫемье ӑшши парнелес килсен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(83535)22382.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача ашшӗне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Денис Павлов темиҫе кун каялла арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ, хӑй сывӑ тата чӗрӗ пулнине пӗлтернӗ. Кайран арҫын каллех ҫухалнӑ.
Апла пулин те полицейскисем ӑна малалла шыраҫҫӗ. Аса илтерер: Денис Павлов, 32 ҫултискер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Элӗк районне документсем тума каятӑп тесе хӑварнӑ. Анчах унта вӑл ҫитеймен. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, арҫын унччен пӗрре те ҫухалса ҫӳремен.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Денис хӑйӗн телефонне ҫутнӑ. Арӑмӗ Ольга ун патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Денис Мускавра пулнине, унта шапаша кайнине пӗлтернӗ. Анчах Шупашкарта та вӑл лайӑх ӗҫлесе илнӗ-ҫке-ха. Шӑнкӑрава детализациленӗ хыҫҫӑн Денис Волгоградран шӑнкӑравлани ҫиеле тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын, виҫӗ ача ашшӗ, ҫухалнӑ. Денис Павлов ҫухалнине ЧР ШӖМӗ те пӗлтерет.
32 ҫулти арҫын Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен, килте, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни хальлӗхе паллӑ мар.
Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Павлова каланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ Элӗк районне документсем тумашкӑн тухса кайнӑ. Анчах вӑл унта ҫитеймен. Унӑн телефонӗ темиҫе сехетрен сӳннӗ. Унччен вӑл кун пек нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен.
Денис ҫанӑсӑр куртка, тӗттӗм кофта, шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Денис ӑҫта пулнине пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89279955460 е 89199771250.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» таврапӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелеме вулавӑшсӑр пуҫне Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул та хутшӑннӑ. Уява шкулти 5-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ачасене Чӑваш чӗлхи кунӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа пӗр килнине аса илтернӗ май маттур ҫав чӑваш ӗмӗрӗпех тӑван халӑхӗшӗн тӑрӑшнине, шкулсем уҫнине каласа кӑтартнӑ. Оксана Бархаткина вулавӑш ӗҫченӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самай самантпа паллаштарнӑ.
Тӑван халӑха сӑвӑ-поэмӑпа мухтава кӑларнӑ поэтсемпе паллаштарма вулавӑшра «Чӗлхем, тӑван чӗлхем» курав та йӗркеленӗ.
Элӗкри шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Ирина Николаева «Янра чӑваш чӗлхи, янра!» информаци стенчӗпе паллаштарнӑ. Ӑна Иван Яковлев пултарулӑхне халалланӑ.
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче «Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Галина Миронова тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ май вӑл тӑван чӗлхе аталанӑвӗшӗн тунӑ сулмаклӑ утӑм ҫинчен ӑнланмалла та ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. «И.Я. Яковлев в фотографиях и документах» (чӑв. Иван Яковлев сӑнсенче тата хутсенче) кӗнекепе усӑ курса вулавӑш ӗсченӗ вӗрентекенӗмӗршӗн ҫывӑх пулнӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫне хутшӑннӑ ачасем Митта Ваҫлейӗн, Анатолий Смолинӑн, Петӗр Хусанкайӑн, Любовь Мартьянован тата ыттисен сӑввисене вуланӑ. Вулав залӗнчи «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» куравпа та ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ.
Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать.
95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |